Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн районти шкулсенче йывӑҫсемпе тӗмсем лартрӗç
Кашни йывӑҫа, кашни чечеке – Тăван Çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене асăнса лартнă.
Кивӗ Тимушкел шкулӗнче, аслӑ класра вӗренекенсем тӗмсемпе йывӑҫсем лартнӑ вӑхӑтра, 5 класра вӗренекенсемпе пӗрле пӳлӗмри ӳсентӑрансен хунавӗсене чӳлмексем ҫине лартса шкул ҫумӗнчи сада илсе тухнӑ. Шкул ҫумӗнчи садри чечексем ӗмӗрлӗхе утнă Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ҫинчен аса илтерӗҫ. Класс ертӳҫи Е.В. Расчислова ачасем, чечексене пӑхса ӳстернӗ май, Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ҫинчен аса илессе, вӗсене пула вӗренме, выляма, ӗмӗтленме пултарнине шанать.
"Ҫӗре сад парнеле" акцие Аксури 2 – мӗш вăтам шкулӗпе Кивӗ Ипрел вӑтам шкулӗ те хутшӑннӑ.
Учителӗс
Ырă ир! Канмалли кунсем тухăçлă пулччӗр!
61011700154511

Ял пурнăçӗ.

Ҫамрӑк бизнесменсем Мускава каяҫҫӗ
Аксури 2-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗсем республикăри "Школьный бизнес-старт" проекчӗн
"Прорыв года"номинацийӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.
Ачасем хӑйсен ҫыхса тунӑ изделисене туса кӑлармалли бизнес проектне тӑратса республикӑри 9 районти 12 бизнес- компани тăратнă 120 шкул ачи хушшинче мала тухса ҫӗнтернӗ.
"Школьный бизнес-старт" проекта Тутарстанри ял шкулӗсемпе пӗчӗк хуласенчи шкул ачисен 5-7 классенче вӗренекенсен предпринимательлӗх хӑнӑхӑвӗсене аталантарма янӑ. Вӑл çамрăксен хушшинче предпринимательлӗх культурине аталантармалли ҫул ҫинче пӗлтерӗшлӗ утӑм шутланать, республикӑра малашлӑхлӑ ӑнӑҫлӑ предпринимательсен ҫӗнӗ ӑрӑвне йӗркелеме пулӑшать.
Вӗренӳ ҫул
61011700154511

Ял пурнăçӗ.

Ял шкулӗнче вӗренӳ эвакуаци ăнăçлă иртнӗ
Çакна патшалăх пушар сăнавӗн Аксу тата Нурлат районӗнчи инспекторӗ çирӗплетнӗ
Шалти служба капитанӗ Тагир Шайхутдинов Çӗнӗ Тимушкел шкулӗнче иртнӗ эвакуаци вӗрентекенсемпе йӗркепе тивӗçтерекенсем яланхи мар пулăм тӗлне хатӗр пулнине çирӗплетсе панă.
Вут тухни çинчен пӗлтернӗ хыççăн шкулта эвакуаци пуçланнă.
Персоналпа вӗренекенсем шкултан ӗç вырăнӗсемпе вӗренӳ кабинечӗсене хăварса, эвакуаци валли ятарласа тунă алăксенчен тухса кайнă.
Патшалăх пушар сăнавӗн сотрудникӗ вӗренекенсемпе шкул персоналне пушара хирӗç майсемпе мӗнле усă курмалли çинчен лекци вуласа панă.
Инспектор вӗренӳ лăпкă иртнине палăртнă.
–Мӗншӗн тесен пушар вăхăтӗнче хăйне мӗнле тытм
Районти " Сельская новь" хаҫат соцсетьсенче " Эпӗ район хаçатне çырăнса илтӗм"флешмоба хута ярать.
Флешмоба хутшӑнма "Сельская новь", " Авыл таңнары" е "Ял пурнăçӗ" хаҫатпа сăнӳкерчӗк туса ӑна хӑвӑрӑн соцсетьсенче #ЯПодписалсяНаРайонку хештегпа кӑларса хурӑр. Ҫавӑн пекех эсир ушкӑна пост яма пултаратӑр https://vk.com/selnewsaksu.
Хаçатпа ӳкнӗ сӑнӳкерчӗкшӗн пуринчен ытла лайк пухнисене парнесем парӗç.
Флешмоб итогӗсене 2024 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Акци 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗччен иртет.
16+ "Татмедиа"АО реклами
erid: 2VtzqvE9wJA
Аксу районӗнче выльӑх апачӗ хатӗрлемелли тапхăра хатӗррине тӗрӗслерӗҫ
Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлемелли яваплӑ тапхӑра техника, выльӑх апачӗ усрамалли вырӑнсем тӗрӗслев иртрӗç.
ТР Ял хуҫалӑх Министерстви пуҫарнипе выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техника АПК хуҫалӑхӗсем хушшинче хатӗррине тӗрӗслес тӗлӗшпе ҫуллен конкурс ирттереҫҫӗ. Ҫак конкурс шайӗнче районта ятарлӑ комисси ӗҫлерӗ, унта ТР Ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ Министерствин Ӗҫ сыхлавӗн секторӗн заведующийӗ Михаил Емелин, районти УСХиП начальникӗ Борис Соломонов, Гостехнадзорӑн районти подразделенин начальникӗ Ильдар Бикмухаметов, механизаци енӗпе ӗҫлекен консультант Рамил Фаттахов кӗчӗç.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче комисси
Аксура ӳссе çитӗннӗ предприниматель тăван поселокра ВДВ çарне халалланă мемориал туса лартнӑ
Салтака сирӗн пулӑшу кирлӗ!
Ятарлă çар операцин зонине гуманитари пулӑшӑвӗпе черетлӗ караван пуҫтарӑнать.
Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлесе тӑракан пирӗн ентешсем килтен посылкӑсем ҫеҫ мар кӗтеҫҫӗ.
Вӗсене вӑрҫа хӑвӑртрах вӗçлеме ятарлă хатӗрсем кирлӗ. Эпир вӗсем ыйтнине хирӗҫ хуравламасăр тӑма пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен паян пурне те, кашнинех çак Ҫӗнтерӳ кирлӗ!
Волонтерсем гуманитари пулăшăвне пуçтарас ӗçе малалла пурнăçлаççӗ.
Заказсене пурне те пурнӑҫлас тесен пилӗкҫӗр пин тенкӗ яхăн пуҫтармалла.
Анчах аксусем, кашни каравана пухнӑ май, ятарлă çар операци пынă вăхăтра салтаксемшӗн чӑн-чӑн шанчӑклӑ тыл пулнине кӑтартса пачӗҫ.
Кăна та пухма пулӑшӑпӑр!
Укҫа-тенкӗ куҫармалли реквизитсем:
Терентьева Лю
Ырă ир пултăр, вулакансем! Ваттисем кунӗнче ку тӗнчерен куçса кайнисене кӗлӗре ырăпа асăнар
Показать ещё