Кашни йывӑҫа, кашни чечеке – Тăван Çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене асăнса лартнă.
Кивӗ Тимушкел шкулӗнче, аслӑ класра вӗренекенсем тӗмсемпе йывӑҫсем лартнӑ вӑхӑтра, 5 класра вӗренекенсемпе пӗрле пӳлӗмри ӳсентӑрансен хунавӗсене чӳлмексем ҫине лартса шкул ҫумӗнчи сада илсе тухнӑ. Шкул ҫумӗнчи садри чечексем ӗмӗрлӗхе утнă Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ҫинчен аса илтерӗҫ. Класс ертӳҫи Е.В. Расчислова ачасем, чечексене пӑхса ӳстернӗ май, Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ҫинчен аса илессе, вӗсене пула вӗренме, выляма, ӗмӗтленме пултарнине шанать.
"Ҫӗре сад парнеле" акцие Аксури 2 – мӗш вăтам шкулӗпе Кивӗ Ипрел вӑтам шкулӗ те хутшӑннӑ.
Учителӗсемпе тата шкул персоналӗпе пӗрле вӗренекенсем шкул садне йывӑҫсем лартнă.
Ҫакӑн пек мероприятисем ачасемпе ҫамрӑксене ҫутҫанталӑка упрама, ҫӗре юратма вӗрентеççӗ, - теҫҫӗ ҫак шкул директорӗсен советникӗсем. – Тӑван ҫӗршыва юратни вара вӑл-патриотизм.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев