Çакна патшалăх пушар сăнавӗн Аксу тата Нурлат районӗнчи инспекторӗ çирӗплетнӗ
Шалти служба капитанӗ Тагир Шайхутдинов Çӗнӗ Тимушкел шкулӗнче иртнӗ эвакуаци вӗрентекенсемпе йӗркепе тивӗçтерекенсем яланхи мар пулăм тӗлне хатӗр пулнине çирӗплетсе панă.
Вут тухни çинчен пӗлтернӗ хыççăн шкулта эвакуаци пуçланнă.
Персоналпа вӗренекенсем шкултан ӗç вырăнӗсемпе вӗренӳ кабинечӗсене хăварса, эвакуаци валли ятарласа тунă алăксенчен тухса кайнă.
Патшалăх пушар сăнавӗн сотрудникӗ вӗренекенсемпе шкул персоналне пушара хирӗç майсемпе мӗнле усă курмалли çинчен лекци вуласа панă.
Инспектор вӗренӳ лăпкă иртнине палăртнă.
–Мӗншӗн тесен пушар вăхăтӗнче хăйне мӗнле тытмаллине тата вут тухнă вырăнтан мӗнле тухса каймаллине кашни лайăх пӗлет, – тенӗ Тагир Шайхутдинов
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев