Аксури 2-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗсем республикăри "Школьный бизнес-старт" проекчӗн
"Прорыв года"номинацийӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.
Ачасем хӑйсен ҫыхса тунӑ изделисене туса кӑлармалли бизнес проектне тӑратса республикӑри 9 районти 12 бизнес- компани тăратнă 120 шкул ачи хушшинче мала тухса ҫӗнтернӗ.
"Школьный бизнес-старт" проекта Тутарстанри ял шкулӗсемпе пӗчӗк хуласенчи шкул ачисен 5-7 классенче вӗренекенсен предпринимательлӗх хӑнӑхӑвӗсене аталантарма янӑ. Вӑл çамрăксен хушшинче предпринимательлӗх культурине аталантармалли ҫул ҫинче пӗлтерӗшлӗ утӑм шутланать, республикӑра малашлӑхлӑ ӑнӑҫлӑ предпринимательсен ҫӗнӗ ӑрӑвне йӗркелеме пулӑшать.
Вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем предпринимательлӗх никӗсне вӗреннӗ, проектӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсене хутшăннă, бизнес-кейссемпе ӗҫленӗ.
Финал мероприятийӗ Хусанти Гранд отельте иртнӗ, унта хӑйсен проектне халӑх умӗнче презентациленӗ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх иккӗмӗш шкул вӗрненкенӗсем Мускаври "Сколково" технопаркне кайса курма право выляса илнӗ, унта вӗсем хӑйсен пӗлӗвӗсене тата предпринимательлӗх енӗпе хӑйсен хӑнӑхӑвӗсене тата ӳстерӗç. Ҫак ҫитӗнӗве вӗсем командăра ӗçлесе историпе обществознани учителӗ Геннадий Валерьевич Горбунов ертсе пынипе тивӗҫнӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев