Аксура ӳссе çитӗннӗ предприниматель тăван поселокра ВДВ çарне халалланă мемориал туса лартнӑ
Аксу центрӗнче Ҫӗнтерӳ Кунӗнче Сывлӑшпа десант ҫарӗсене халалланӑ палӑк уҫрӗç.
Ҫак мемориал – "Fit" строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗн Константин Николаевӑн, ҫавӑн пекех унӑн юлташӗн тата компани ӗçтешӗн Мансур Сыраевăн парни. Артем Николаев предприниматель строительство материалӗсене дизайн-проект тӑрӑх илсе çитернӗ. Строительствӑ ӗçӗсене Федор Николаев ертсе пынипе пурнăçланă. "Пирӗнсӗр пуҫне никам та" архитектура композицине Константин Николаев проекчӗ тӑрӑх тунӑ. Мемориала йӗркелемелли пӗтӗмӗшле сумма 5 миллион та 800 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Композицин тӗп пайӗнче 3D самолет, ҫӑлтӑр тата парашют куполӗ. Вӗсене тутӑхман хурҫӑран тунӑ, çӗвӗсӗр шӑратса çыхăнтарнă. Хальхи технологие пула ылтӑнпа витнин эффекчӗ тулать: фигурӑсене вакуум установкинче титан нитридӗпе пӑслантарнӑ. Ку конструкци 3 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Экран хакӗ-280 пин тенкӗ. Мемориал валли уйӑрса панӑ территорире ӗҫ пуҫланиччен инженери тӗпчевӗсем иртнӗ, унтан архитектура-строительство проекчӗсене хатӗрлесе строительство пуҫланă . Ӗҫсене строительство нормисемпе правилисене ҫирӗп пăхăнса пурнӑҫланӑ. Площадка арматурӑпа ҫирӗплетнӗ бетон никӗсрен тӑрать, ҫав хушӑрах тӑкак материалӗсен чи лайӑх пахалӑхӗпе усӑ курнӑ. Ҫак объекта укҫа – тенкӗ кăна мар, тӑван ҫӗршыва ҫав тери юратакан, ӑна аталантарс текенсен чун ăшшине те хывнӑ, ҫамрӑк ӑруран тăван çӗршывăн чăн тивӗçлӗ çыннисем, патриочӗсем ӳсессе шанакансем. Палăка нумай ҫула туса лартнӑ, ӑна ҫумӑр та, юр та хӑрушӑ мар. Аксусене вара таса чӗререн парнеленине упрасси ҫеҫ юлать.
Нет комментариев