Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлемелли яваплӑ тапхӑра техника, выльӑх апачӗ усрамалли вырӑнсем тӗрӗслев иртрӗç.
ТР Ял хуҫалӑх Министерстви пуҫарнипе выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техника АПК хуҫалӑхӗсем хушшинче хатӗррине тӗрӗслес тӗлӗшпе ҫуллен конкурс ирттереҫҫӗ. Ҫак конкурс шайӗнче районта ятарлӑ комисси ӗҫлерӗ, унта ТР Ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ Министерствин Ӗҫ сыхлавӗн секторӗн заведующийӗ Михаил Емелин, районти УСХиП начальникӗ Борис Соломонов, Гостехнадзорӑн районти подразделенин начальникӗ Ильдар Бикмухаметов, механизаци енӗпе ӗҫлекен консультант Рамил Фаттахов кӗчӗç.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче комисси выльӑх апачӗ пуçтармалли техникăна, техникӑна эксплуатациленӗ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркисепе тивӗçлӗ усă курнине, ҫавӑн пекех выльӑх апачӗ усрамалли вырăнсене, сенажпа силос траншейисене, машинӑпа трактор паркӗсене тата техника ӗçлеттерекен службăсене хатӗрлессине уйрӑммӑнах тимлӗх уйӑрчӗ.
Специалистсем Ҫӗнӗ Ипрельти Ильяс Сулеймановăн тата Кивӗ Ипрельти Марат Сафинăн фермер хуҫалӑхӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлемелли тапхăра хатӗрленнине тӗрӗслерӗҫ, фермерсен ӗҫне лайӑх енчен хакларӗҫ.
"Аксу Агро" хуçалăха çитсе курни кунта ҫитес тапхăра хатӗрленес ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе явнине кӑтартса пачӗ. Комисси предприятири ӗҫе сыхлассине мӗнле йӗркеленипе паллашрӗ. Специалистсем "Аксу Агро" хуçалăхри сӗт комплексӗн выльӑх апачӗ усрамалли картишне кӗрсе пăхрӗç, вӑл симӗс апата йышӑнма хатӗррин шайне хакларӗç.
"Аксу Агро" агрофирмăн " Чистополье " хуçалăхӗнче техника парадӗнче пур техникăпа пӗрле выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техникăн ҫӗнӗ тӗслӗхӗсем хутшӑннӑ-малашлӑх кунта куҫ умӗнчех. Ӗҫе сыхлассине мӗнле йӗркеленине те кунта тӗплӗн тӗрӗслерӗç. Комисси ӗҫӗн çак енне те пысӑк хак пачӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев