ПРЕЗИДЕНТ ПОЛКĔНЧЕ
Çар тивĕçне пурнăçласси — кашни гражданинăн сăваплă тивĕçĕ.
Мĕнле чаçе е ăçта службăна лекесси пĕлỹрен, специальноçран, сывлăхран килет. Мускаври Президент полкне лекес тесен вара? Унта пачах урăх требованисем. Сывлăх тĕлĕшĕнчен нимĕнле кăлтăк та пулмалла мар, пỹ çỹллĕшĕ 175 сантиметртан кая мар кирлĕ. Суд айăплавĕпе çыхăннине, хăш наци çынни пулнине тата ыттине те ятарлă комисси тĕплĕ тĕрĕслет.
Çĕршыври чи пĕлтерĕшлĕ çар полкĕ пирки сăмах пуçарни ахальтен мар, мĕншĕн тесен нумаях пулмасть унта салтак тумне Курнавăш каччи — Иван Козлов тăхăннă. Шăпах Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче ăна çар билетне панă.
Ваня ялти вăтам шкула кăçал пĕтернĕ, аттестатпа пĕрле во