Друзья! Давайте проголосуем за нашу Ольгу Палан с новой сольной песней "Нравится свет Луны"
Голосовать желательно на разных площадках в соцсетях, указанных в тексте! Спасибо за поддержку!
КАЙРИ - МАЛА хит-парад - 03.03.2024ç. Хĕле пурăнса ирттертĕмĕр, çуркуннене пурăнса ирттермелли юлчĕ. Çакăн пек пирĕн тăрăхра юр тата уйăх ытла выртнишĕн калаççĕ, апла пулин те календарьпе çуркунне пуçланчĕ. Çавăнпа çак пулăмпа савăнса паянхи хит-парада тишкерер. Çурхи пĕрремĕш каларăмăн çĕнтерÿçине палăртар. 10-мĕш вырăн – Ольга Палан, «Саватăп çутă уйăха» 9-мĕш вырăн – Людмила Терентьева, «Аттене ма атте теес çук» 8-мĕш вырăн – Дмитрий Моисеев, «Çунтаратăн чунăма» 7-мĕш вырăн – Катя Петрова, Сергей Кувшинов, «Çавăрттартăн пуçăма» 6-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Стас Владимиров «Савни, упра» 5-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Юр çунă каç» 4-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Анне пилĕпе»
"Хисеплĕ Чунташсем тата Алтая кайма хатĕрленнĕ туссем! Шел пулин те, Алтая кайма çынсем пĕр автобус таран тупăнмарĕç. Çавăнпа та Дагестанри туссем чĕннипе кăçалхи Чунçÿрев Каҫпи тинĕс хĕрринче, Дагестанра иртет. Чунҫӳрев 9 - 19 июльте пулӗ, вӑл Чӑвашьенте хамӑр халӑхӑн паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене кайса пуҫ тайнинчен тытӑнать (Кокель, Айги..). Пӗрремӗш куннех Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ӑнтӑр (Ундоры) ҫӗрӗнче пулӑпӑр, Сӗве ҫумӗнче вырнаҫнӑ бӑлхарсен авалхи хулашӗпе паллашӑпӑр. Тепӗр кунне, 10 июльте, Чӗмпӗрти Яковлевӑн шкулне ҫитсе курӑпӑр. Чунҫӳреве хутшӑнас текен Чӗмпӗрьен ҫыннисем ҫавӑнтан та ларса пыма пултарӗҫ. Хаваспа сире кӗтетпӗр! Ыттине пӗлме пултаратӑр ҫак телефонпа: 89276679323 Ултияр