Çеçпĕл тусĕсем Хĕпĕртет ман чĕре сăвăсем вуласан, Вăй кĕрет чунăма Çеçпĕле асăнсан. Шухăша пуçтарса эп çыратăп сăвва Парнелетĕп таса чĕрери туйăма. Тусусем сан нумай чаплăран чаплисем, Юлташсем пулмасан пит кичем пурăнма. Эс çакна пĕчĕклех ăнланса илсенех, Кăмăллан чи çывăх туссене пуçтарма. Сан чунна пусарма пултарать вăл пулсан, Ăшăнти туйăмна калама май пулсан, Эс унпа калаçма пĕр чĕлхеллĕ пулсан, Эс ăна тус тесе калама пултаран. Сусметпа эс вĕреннĕ пĕрле пĕр класра. Уесри ялсене эс тухса çÿреме Çыхлантарнă вĕт Слесарев ятлă çынна. Юлташ саншăн чи çывăх, çакна кам пĕлмест. Сан хутна кĕрекен çынна тупрăн пулсан, Инкекрен хăтарма та вăл çитрĕ пулсан, Ун çине таянма шанчăк т