ПОЭЗИ ТӖНЧИ
Ан ылхан эс çынна – çурмалла вăл ылхан.
Килсе вăйлăн çапать, кăларать вăл тăнран.
Эпĕ чаплă тесе ан кала, ан мухтан.
Чаплă çын та хăш чух такăнать пит аван.
Ху çеç ăслă тесе ан шутла нихăçан.
Ăслă çын та, пĕлсем, йăнăшать хушăран.
Эс çынна ан йĕртсем, ан амант чĕрине.
Çын куççулĕ ÿкмест, çук, ÿкмест çĕр çине.
Эс пулсам пуринпе вашават, тарават.
Саншăн пулĕ парне – чыс та сум, ырă ят.
Людмила Семенова.